Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп страници паянтан ҫӗнӗлле курӑнать — тӗп пайне самай улӑштартӑмӑр. Чи пысӑк ҫӗнӗлӗх — тӗп старницӑра пӗр хыпарӑн тексчӗ кӑна малашне пулӗ, ыттисен — ячӗсем ҫеҫ. Вӑл хыпара сайт хӑйех суйлать — халӑха чи кӑсӑклантараканни пулӗ, е тепӗр май каласан халӑх чи нумай вулакан хыпара вырнаҫтарӗ. Кашни кун хыпарсен йышӗ пӗчӗк мар пулнине шута илсе эпир вӗсен ячӗсене сылтӑмра кӑтартрӑмӑр. Унта икӗ кун хушшинчи хыпарсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех аялта юлашки вӑхӑтра ыттисенчен ытларах ҫутатакан хыпарсен пайӗсем пулӗҫ. Кашни пайра эсир ӳкерчӗкпе хальтерехри хыпара курма пултаратӑр, тата унчченхи виҫӗ хыпара. Пур вырӑнта та хыпарӗ паянхи кунпа пырать пулсан унӑн вӑхӑтне кӑна кӑтартнӑ, ыттисен вара — кунне те. Хыпарсемпе туллин палашас тесен малашне ячӗ ҫинчи каҫӑпа усӑ курма тивӗ. Шалти сраницӑсене вара улӑштарман, вӗсем ҫаплипех юлнӑ. Кивӗ калӑплав килӗшет пулсан ӑна сыхласа хӑварнӑ. Сӑмах май, енчен те чылайӑшӗ ӑнах хӑварас тет пулсан — пире пӗлтерӗр ҫеҫ, тавӑратпӑр. Тӗслӗх пек эсперантопа акӑлчан версисене пӑхма пултаратӑр — унта малтанхи калӑплавах (ку унти хыпарсем питӗ кивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ). |
Тӗнче тетелӗ
![]() Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр. Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар). Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать. //сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн хуплашкки «Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне. Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет. Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — http://www.shkul.su. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Шупашкарти Ленин районӗнчи административлӑ комисси ларӑвӗн членӗсем административлӑ правасене пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ. Ларура административлӑ правӑна пӑснӑ ултӑ протокола пӑхса тухнӑ. Чӑваш Республики саккунӗн 18-мӗш статйине, «Граждансем патне юмӑҫ ярас тата укҫа ыйтас тӗлӗшпе ҫулӑхнӑ» ятлӑскере, пӑснӑ ҫынсен 12 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫавӑн пекех ларура ЧР саккунӗн 9-мӗш статйи («Граждансен лӑпкӑлӑхне тата шӑпӑлӑхне пӑсни») тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ пилӗк протокола пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмпе 3 000 тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. «Шупашкарти хӑтлӑх правилисене пӑсни» статья тӗлӗшӗпе 42 протокола тишкернӗ. Комисси кун тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ ҫынсене 48 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хулара чӗрчунсене тытмаллли правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Акӑ йытӑ хуҫине 500 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ. Пӗтӗмпе 82 протокола пӑхса тухса комисси йӗркене пӑснисенчен 77 300 тенкӗ штраф тӳлеттерме йышаннӑ, 7 асӑрхаттару тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Пуху саманчӗ Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулас волонтерсемпе РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуху ирттернӗ. Мероприятире наркотик хуташӗсене тӗнче тетелӗнче сарни пирки калаҫнӑ. Малашне волонтерсемпе пӗрле «шурӑ вилӗме» сутакан сайтсен мониторингне йӗркелесшӗн. Пухӑва хутшӑннисем наркомани витӗмӗ пирки видеоролик пӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫумӗнче сайт уҫма сӗннӗ. Унта кирек мӗнле волонтер те наркотик саракансем, унпа туслисем пирки информаци кӗртме пултарӗ. Пухура Чӑваш Республикин «Хисеплӗ волонтерӗ» ята памашкӑн ҫирӗплетнӗ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чыслӗҫ, вӗсем волонтер кӗнекине тивӗҫӗҫ, тӗрлӗ съездсемпе конференцие хутшӑнма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Оля Коротина конкурса тӑратнӑ ӳкерчӗк Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ. 8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ. Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ. Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сайчӗ 11:00 тӗлне Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. Зорыч тете кун кӗнеки палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет. Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла версийӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 5 пин хыпар ытла. Юбилейлӑ хыпар шутне «Ют ҫӗршывра кӑларнӑ медицина хатӗрӗсене «хӗсесшӗн» ятли кӗчӗ — вӑл медицинара Раҫҫейре туса кӑларнӑ хатӗрсемпе ытларах усӑ курма шутлани пирки пулчӗ. Ун хыҫҫӑн тата та ҫырнине шута илсен ку 5 006-мӗш пулнине пӗлтерме пулать. Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтри чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче тухса. Ку вӑл — тепӗр движок ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн. Унччен эпир 1 уйӑх хушши Друпал ҫинче ӗҫлесе пӑхсаччӗ те, анчах вӑл пире тивӗҫтерменнипе хамӑрӑннипе усӑ курма тытӑнтӑмӑр. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ, хыпарсем те пирӗн улшӑнса пычӗҫ. Тӗслӗхрен, чи малтанах вӗсен пуҫелӗк ячӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра вара кашнин ячӗ те пур, рубрики те, тэгӗсем те. Унсӑр пуҫне тӑтӑш ҫырса тӑракан авторсен йышӗ пиллӗк ҫынна ҫитет — вӗсем кашни кун сире ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштараҫҫӗ. Ытларах эпир, паллах, республикӑри хыпарсене ҫутататпӑр, анчах та ун тулашне те тухмасӑр иртместпӗр. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи кӑсӑклӑ хыпарсемпе те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн хыпарсемпе тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче паллашма май пур. |
Тӗнче тетелӗ
![]() Тӗрлӗ системӑра епле курӑнать http://samah.chv.su адреспа вырнаҫнӑ электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗпе малашне мобилла хатӗрсемпе — смартфонсемпе, планшетсемпе — ҫӑмӑлтарах усӑ курма май пулӗ. Сайт малашне вӗсене валли ятарлӑ калӑпланӗ — чи кирлӗ информаци малта, ытти хыҫалта вырнаҫӗ. Тепӗр май каласан эпир сайтра адаптацилле дизайн турӑмӑр. Ку ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Миронов. Ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн сайт епле ӗҫленине вӑл Apple iPhone, Android, Microsoft Phone карас телефонӗсенче тӗрӗслерӗ — пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулнине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать. Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ. Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ. YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |